Ҫӗрпӳри нумай хваттерлӗ ҫуртсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗрсем ҫине куҫараҫҫӗ. Анчах ӑна пула хулара пӑтӑрмах сиксе тухнӑ. Ҫӗрпӳсем халӗ те, урамра 10 градус сивӗ чухне, ӑшӑсӑр лараҫҫӗ.
Хваттерсене чӑтма ҫук сивӗ. Хваттерсене харпӑр ӑшӑтмалли хатӗр ҫине куҫарма ака уйӑхӗнчех тытӑннӑ. Администраци ҫынсене ӑшӑтмалли хатӗрсемпе ӑшӑнма сӗннӗ. Тӳре-шара ҫак хатӗрсене хӑй те туянса пама сӗннӗ, анчах хӑш-пӗр ҫын килӗшмен.
Чылайӑшӗ халӗ ӑшӑтмалли хатӗрсем илсе лартнӑ. Ҫавна май хулара электричество та япӑх ӗҫлеме тытӑннӑ-мӗн. Ҫӗрпӳре ватӑ ҫынсем те, ачасем те, амӑшӗсем те сивӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ хула администрацийӗ ҫак ӗҫе юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемеллине палӑртать. Хваттерсенче сивӗ пулнӑран ҫынсене 1-мӗш интернат шкулта, хӑна ҫуртӗнче пурӑнма ирӗк панӑ. Ҫавӑн пекех «Асамат» спорт комплексӗнче мунча, душ тӳлевсӗр кӗме пулать-мӗн. Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлет: 8(83545)21-5-15, 8-919-653-69-16.
Ҫӗрпӳри сӗт савутне сӗт панипе чылай ҫын хӑй вӑхӑтӗнче шӑнман пӑр ҫине ларса кайнӑччӗ. Укҫине кӗтсе илеймен енне йӗрке хуралҫисем патне ҫыракансем те тупӑннӑччӗ, анчах сӗт пуҫтараканпа килӗшӳ-тавраш туман та усси пулмарӗ. Ҫапах та вӗренӗн те вӗҫӗ пур тесе ахальтен каламан-тӑр ҫав, асӑннӑ ҫын тӗлӗшпе Раҫҫейӗн Следстви комитечӗн республикӑри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна налук тӳлеменшӗн тата ӗҫ укҫипе икӗ уйӑх ытла татӑлманшӑн айӑплаҫҫӗ.
Тӗпчевҫӗсен шучӗпе савут пуҫлӑхӗ, вӑлах «Мысль» сбыт кооперативӗн ертӳҫи, 2011 ҫулхи чӳк уйӑхӗнчен тытӑнса 2013 ҫулхи кӑрлаччен налукпа 2,1 миллион тенкӗ ытла парӑма кӗрсе кайнӑ. 2013 ҫулхи ҫу–ҫӗртме уйӑхӗсенче вара хайхи предприятин газ операторне 21 пин тенкӗ ытла шалу тӳлемен.
Пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.
Республикӑри хӑш-пӗр шкулта кӗрхи каникула ытти ҫулхинчен маларах янӑ. Ҫапла тума инкеклӗ лару-тӑру хистенӗ.
Иртнӗ эрнекун пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунине пула тата ҫанталӑк сасартӑк сивӗтсе лартнине пула ҫутӑ пӑралукӗсем татӑлса пӗтнине нумайӑшӗ асӑрхарӗ ӗнтӗ, кун пирки пирӗн сайт хыпарланӑччӗ. Ку вӑхӑтра Шупашкарта троллейбуссем йӑпӑртлӑха чарӑнса илнине те, ял-хуласенчи микрорайонсем ҫутӑсӑр тӑрса юлнине те пиртен кашниех пӗлет. Хӑш-пӗр ҫӗрте ялсем халӗ те ҫутӑсӑр лараҫҫӗ.
Ҫутҫанталӑк ҫапла шар кӑтартнине кура республикӑра инкеклӗ лару-тӑру тесе йышӑну та кӑларнӑ.
Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, паян ирхи 9 сехетре Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар тата Етӗрне районӗсенчи 17 шкулпа 7 ача пахчи ҫутӑсӑр ларнӑ. Уйрӑмах кӑткӑс тӑрӑм Муркаш районӗнче иккен. Унта 25 шкултан тӑваттӑшӗнче, 14 ача пахчинчен тӑваттӑшӗнче ҫутӑ ҫук. Электричество ҫуккине кура ӑшӑ кӑмакисем ӗҫлеймеҫҫӗ. Шкулсенче ӑшӑ тата ҫутӑ ҫуккине кура ачасене кӗрхи каникула иртерех яма йышӑннӑ.
Ҫӗрпӳри 1-мӗш шкулта чӑваш халӑхӗн юррисене халалланӑ урок ирттернӗ. Унта 8-мӗш классем хутшӑннӑ.
Ачасем чӑваш халӑх юрри аслисене хисеплеме вӗрентнине пӗлнӗ. Ӗлӗк чӑвашсемшӗн юрӑ сывлӑх, савӑнӑҫ, юрату ҫӑлкуҫӗ пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсем халӑх юррисене хисепленӗ.
Шкул ачисем урокра кӑсӑклансах итленӗ. Вӗсем «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан», «Вӗҫ, вӗҫ, куккук», «Пиҫ, палан», «Ан авӑн, шӗшкӗ» юрӑсене итленӗ, хӑйсем те юрланӑ. Вӗсем урокра ташланӑ та.
Ачасене чӑваш халӑх юррисене халалланӑ урок питӗ килӗшнӗ. Вӗсем халӑх юррисене ытларах хисеплеме, юратма тытӑннӑ.
Юпан 17-мӗшӗнче каҫхине пӑрлӑ ҫумӑр тата йӗпе юр ҫунӑ май электролинисем пӑрланнӑ, хӑш-пӗр ҫӗрте татӑлнӑ. Ҫавна май Чӑваш Енри темиҫе муниципалитет электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ.
Электричество Элӗк, Вӑрнар, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче сӳннӗ. Юпан 18-мӗшӗнчи кӑнтӑрла тӗлне Элӗк, Муркаш, Шупашкар, Етӗрне районӗсенче ҫеҫ электричество пулман. Унти 47 ялта 4036 ҫын ҫутӑсӑр юлнӑ. Ҫав йыша виҫӗ шкулпа виҫӗ ача пахчи кӗнӗ.
Авари пулнӑ вырӑнсенче Инкеклӗ лару-тӑру тытӑмӗн ӗҫченӗсем ӗҫленӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра «Кӗрешӳ» регионсем хушшинчи федераци Пӗтӗм Раҫҫейри праваллӑ пулса тӑмалла. Ҫапла тума кӑҫалхи ҫулла «Раҫҫей Федерацийӗнчи физкультурӑпа спорт ҫинчен» саккуна улшӑну кӗртнӗ хыҫҫӑн май тупӑннӑ. Унта спортӑн наци енӗсене аталантарасси пирки каланӑ иккен. Тивӗҫлӗ тӳрлетӳсене нумаях пулмасть Чӑваш Ен Правительстви физкультурӑпа спорт ҫинчен калакан республика саккунне кӗртнӗ.
Кӗрешӳ евӗр спорт енӗ ытти халӑхсен те пур. Казахсен вӑл кураш ятлӑ, пушкӑртсен — куреш, чӑвашсен — кӗрешӳ. «Кӗр» тенине тӗрӗк чӗлхинчен куҫарсан «пуян, вӑйлӑ, хӑюллӑ» тенине пӗлтерет.
Кӗрешӳпе маларах сахал ҫын кӑсӑкланнӑ. Официаллӑ майпа ӑна 1995 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫӗнӗ Пӑва ялӗнчи Николай Петров спортсмен тата историк чӗртсе тӑратнӑ темелле. Ҫав ҫулхине кун енпе Чӑваш Ен шайӗнчи пӗрремӗш ӑмӑрту йӗркеленӗ. Ҫавӑн чухнех республикӑра федераци йӗркеленӗ.
Унтанпа кӗрешӗве тӗрлӗ ҫӗрте йӗркелеҫҫӗ. Хамӑр республикӑра кӑна мар, Мускавра та, Самар тата Чӗмпӗр облаҫӗсенче те. Чӗмпӗр облаҫӗнче ӑна Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗре халалланӑ.
Кӑҫал авӑн уйӑхӗн васкавлӑ медпулӑшу паркне ҫӗнетнӗччӗ. Ун чухне 39 урапа Шупашкара, Ҫӗнӗ Шупашкара лекнӗччӗ. Вӗсене хыснари укҫапа туянмаҫҫӗ.
Нумаях пулмасть ЧР Элтеперӗ ҫӗнӗ урапасен уҫҫине тыттарнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Канаш, Тӑвай районӗсенче, Канаш хулинче ӗҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх министрӗ Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, вӗсем лайӑхах ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑри васкавлӑ медпулӑшу станцийӗн тӗп тухтӑрӗ Алексей Федоров автомобильсем сахал ҫӗмӗрӗлнине, вырӑна 20 минутра ҫитнине палӑртнӑ. «Пӑкӑсем» пулнӑ чухне ҫеҫ кӑшт кая юлаҫҫӗ-мӗн.
Ҫӗнӗ урапасем хӑтлӑ, ӑшӑ. Вӗсене кондиционерсемпе тата сигнал тытӑмӗпе тивӗҫтернӗ. Алла Самойлова каланӑ тӑрӑх, васкавлӑ медпулӑшӑвӑн ҫӗнӗ автомобилӗсене Ҫӗмӗрлене тата Улатӑра яма палӑртнӑ.
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май халӗ унта та кунта та тӗрлӗ уяв йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркассинчи тӗслӗх вулавӑшра «Ҫул чӑрмав мар» каҫ иртнӗ. Уява районти социаллӑ пулӑшу кӳрекен центрӑн халӑха килте социаллӑ пулӑшу кӳрекен 2-мӗш уйрӑмӗн заведующийӗ Елена Семенова та хутшӑннӑ. Социаллӑ ӗҫчен хӑйсен служби ҫинчен каласа кӑтартнӑ, ҫулланнисен пурнӑҫне лайӑхлатма туса ирттерекен ӗҫсемпе паллаштарнӑ.
Уяв каҫӗнче клубӑн чи ҫамрӑк пайташне, Галина Леонтьева, ҫуралнӑ кунпа саламланӑ.
Кунсӑр пуҫне мӗнпур ватта парне лекнӗ. Вӗсене район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов ватӑсем валли асӑнмалӑх парса янӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче виҫӗ ҫул каялла агропромышленноҫ комплексӗн ветеранӗсен районти канашне йӗркеленӗ. Ӑна Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Юрий Федоров ертсе пырать.
Ял хуҫалӑх отраслӗн ветеранӗсемпе район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Атаманов тӑтӑшах тӗл пулнине пӗлтереҫҫӗ вырӑнтисем. Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ҫывхарнӑ май Сергей Геннадьевич хисеплӗ ватӑсемпе курнӑҫнӑ. Хисеплӗ ватӑсене ҫамрӑк пуҫлӑх Тав хучӗсемпе чысланӑ. Ку хисепе тивӗҫнисем: Николай Андреевич Андреев, Анатолий Стефанович Анисимов, Анатолий Васильевич Баннов, Василий Иванович Басов, Владимир Степанович Михайлов, Лев Дмитриевич Михайлов, Игорь Емельянович Никифоров, Зоя Пантелеймоновна Спиридонова, Маргарита Филипповна Фадеева, Евгений Федорович Федоров, Александра Сергеевна Федорова, Юрий Егорович Федоров, Виталий Иванович Юрьев, Анатолий Павлович Воронцов.
Сергей Геннадьевич ветерансем умӗнче пуҫ тайнине палӑртнӑ, сывлӑх суннӑ.
Сӑнсем (23)
Чӑваш Енре «Хорло» тулли метражлӑ фильм ӳкерме палӑртнӑ. Режиссерӗ — Марат Никитин. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ. Фильм мӗн пирки пулӗ-ха?
Марат Никитин каланӑ тӑрӑх, Хорло ятлӑ хӗр аслашшӗпе ҫынсенчен аякра пурӑнать. Вӗсем утар тытаҫҫӗ, пыл сутаҫҫӗ. Вӗсене урӑх нимӗн те кирлӗ мар. Анчах пӗррехинче Хорло сарайра аманнӑ арҫынна Соктона тупать. Хорла ӑна юратса пӑрахать, арҫынна сыватас тесе вилнӗ амӑшӗн пулӑшу ыйтать. Лешӗ пулӑшать. Анчах Сокто сывалнӑ хыҫҫӑн ҫухалать. Хорлон вара ҫие юлать. Аслашшӗне каламасӑр полицире ӗҫлекен инкӗшӗ патне каять. Соктона СИЗОра шыраса тупаҫҫӗ. Вӑл темиҫе эрне каялла тарнӑ преступник-мӗн. Халӗ вӑл Хорлона палламасть те тейӗн. Инкӗшӗ Хорлона аборт тума хистет, анчах хӗр ачана хӑварма йышӑнать. Вӑл каллех хӑйӗн тӗнчине, аслашшӗ патне, таврӑнать.
Сценӑсене пӗр вырӑнта кӑна мар ӳкерӗҫ. Ӳкерӳ Ҫӗрпӳ, Красноармейски, Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче, Канаш ҫывӑхӗнче, Йӗпреҫре пулӗ. Тӗп эпицентр чӑваш ялӗ пулӗ.
Чи малтанах фильма Пушкӑрт Республикинче ӳкерме палӑртнӑ. Анчах ку тӑкаклӑ-мӗн. Чӑваш Енре хитре вырӑнсем нумай.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |